Куславкка районӗнчи Юпсар ялӗнчи Геннадий тата Ирина Маркидановсем «Ача амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнӗ. Ҫемьеллӗ пурнӑҫпа чӗрӗк ӗмӗр ытла пурӑнакан мӑшӑр награда илме хутсене сакӑр ачаллӑ чухне тӑратнине пӗлтернӗ. Ордена савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура илме Чулхулана кайнӑ ҫӗре ҫемьере тӑххӑрмӗш ача та ҫуралма ӗлкӗрнӗ.
Ордена мӑшӑра Раҫҫей Президенчӗн Атӑлҫи федераци окургӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич тыттарнӑ. Наградӑна илме ҫемье пысӑк йышпа тухса кайнӑ. Ҫар службинчи пӗр ывӑлӗ кӑна унта ҫитеймен.
Ҫемье пирки ялта хисеплӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Геннадий Николаевич Чулхула чукун ҫул ҫинче монтерта тӑрӑшать иккен, Ирина Константиновна — Юпсар клуб ертӳҫи. Геннадий Маркиданов пуҫарнипе яла газ ҫитнӗ-мӗн. Арӑмӗ вара шкул ачисене ҫыхма, ҫӗлеме, тӗрлеме вӗрентме кружок йӗркеленӗ. Хӑйсен тӗп пуянлӑхне ҫемье ачисенче курать иккен.
Раштавӑн 8-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Хурамал ялӗнчи «Эткер» халӑх фольклор ансамблӗ Коми Республикинчен таврӑннӑ.
Раштавӑн 6–7-мӗшӗсенче пӗтӗм тӗнчери пултарулӑх ушкӑнӗсен «Завалинка в валенках» халӑх юррисен фестивалӗ иртнӗ. Унта Коми, Мари, Чӑваш республикисенчи, Архангельск, Волгоград, Киров Свердловск облаҫӗсенчи ушкӑнсем хутшӑннӑ.
Чӑвашсенчен «Эткере» чӗннӗ. Ӑна РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Людмила Ефимова ертсе пырать. Ку ушкӑн пӗлтӗр Коми Республикинче иртнӗ «Завалинка» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Эткер» фестивале хутшӑнма хӗл пирки юрӑсем хатӗрленӗ: хутӑш чӑвашсен юррисем, такмакӗсем. Вӗсем чӑвашла юрланине никамах та ӑнланман пулсан та пурне те килӗшнӗ, халӑх чунран савӑннӑ.
Геннадий Ефимова ятарлӑ парнепе те чысланӑ. Вӑл кӑҫал 77 ҫул тултарнӑ. Апла пулин те пултарулӑх ӗҫне малалла тӑсать.
Сӑнсем (4)
Куславкка районӗнчи Тӗмшер ялӗнче ӗлӗкех карҫинкка хатӗрлекен эртел пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн тӗмшерсем юнашар регионсене ҫыхнӑ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтернӗ.
Тӗмшерте пурӑнакан Юрий Орлов карҫинккасене ҫынсем валли ҫыхать. Вӑл хӑйӗн хатӗрӗсем пирки сехечӗ-сехечӗпе калаҫма хатӗр. Унӑн йӑхӗ ку ӗҫпе аппаланнӑ. Юрий Орлова йывӑҫпа ӗҫлеме питӗ килӗшет. Ҫулла вӑл платникра вӑй хурать, чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа пушчен карҫинкка ҫыхать. Ҫапла майпа пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илет.
Паллах, сахал мар тар тӑкмалла. Пӗр карҫинккашӑн 350-450 тенкӗ илет. Анчах ӑна кӗсьене чикес тесен кунӗпе ӗҫлемелле. Унӑн ҫӗмйинче ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗ йӑхран йӑха куҫнӑ. Юрий Орловӑн ачисем те карҫинкка ҫыхма пӗлеҫҫӗ. Анчах вӗсем урӑх ҫул суйланӑ. Ӑна арӑмӗ пулӑшать.
Карҫинккасем патне кӳршӗ регионтисем те килӗҫҫӗ-мӗн. Ара, ку ялта 11 ҫемье карҫинкка ҫыхать вӗт. Ӑна хатӗрлемелли хӑвана вӗсем Энӗш хӗрринче хуҫаҫҫӗ.
Карҫинкка ҫыхакансем пӑшӑрханаҫҫӗ. Ара, пурӑна-киле ку ӗҫ манӑҫа тухма пултарать-ҫке-ха. Ҫавӑнпа вӗсем ҫамрӑк ӑрӑва ҫак ӗҫе тӳлевсӗр вӗрентме хатӗр.
Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче «Чӑваш пики — 2014» конкурс иртнӗ. Кӑҫалхипе вӑл 8-мӗш хут йӗркеленнӗ.
Кӑҫал унта 16 пике хутшӑннӑ. Малтан конкурсҫӑсене ЧНК президенчӗ Николай Угаслов саламланӑ, унтан ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Сергей Казаков, пӗлтӗрхи конкурс ҫӗнтерӳҫи Алиса Чайникова сӑмах илнӗ.
Пӗрремӗш конкурсра пикесем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем куракансене хӑйсене сцена ҫинче хӑюллӑн тытма пӗлнипе, ҫепӗҫ чӗлхипе тыткӑнланӑ. Тепӗр конкурсра пикесем анлӑ тавракурӑмлӑ пулнипе тӗлӗнтернӗ. Хӗрсем республикӑри хула ячӗсене те, чӑваш гимнӗн авторӗсене те, чӑваш театрне кам пуҫарнине те, чӑвашсен ӗлӗкхи календарьне те пӗлнӗ. Тӗрӗссипе, ыйтусем йывӑрах та пулман. Ҫапах такӑнакан та тупӑннӑ. Пӗр пике «ӑраскал» сӑмах пӗлтерӗшне пӗлеймен, тепри чӑвашсен этнографи ушкӑнӗсене калайман.
Пултарулӑх конкурсӗнче пикесем чӑваш ташшине те, тангӑна та ташланӑ, чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, сӑвӑсем вуланӑ. Акӑ Трак тӑрӑхӗнчен килнӗ Мария Козлова «Илеймӗн телее укҫа парса» сӑвӑ вуланӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Зоя Михайлова Хусанкайӑн «Таня» поэмин сыпӑкне пӑхмасӑр каланӑ.
Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта черетлӗ купӑста фестивалӗ иртӗ. Ун валли ҫынсем час-часах апат-ҫимӗҫ туянма ҫӳрекен вырӑна суйланӑ — «Николаевски» суту-илӳ комплексӗ.
Фестивале вырӑнти тавар кӑларакансене пулӑшас, халӑх хушшинче экологи тӗлӗшӗнчен таса ҫимӗҫрен хатӗрленӗ наци ҫимӗҫне сарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Фестиваль интреслӗ иртессе шантараҫҫӗ. Ара, Шупашкарта ку тематикӑпа шкул ачисен тата аслӑ ӳсӗмрисени хушшинче пултарулӑх конкурсӗсем старт илнӗ, ӑсталӑх класӗсем, хӑтлавсем хатӗрлеҫҫӗ. Фестивальте тупӑшса купӑста та турӗҫ.
Фестиваль йӗркелӳҫисем пахча-ҫимӗҫрен, техӗмлӗхрен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе кӑтартасси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Сӑмах май, купӑста фестивалӗ 2007 ҫулта Куславкка районӗнче иртнӗ. Ӑна фермерсем пуҫарма шухӑшланӑ. Йӗркелӳҫӗсем тӑрӑшнипе Шупашкарта иртекен купӑста фестивалӗ ҫӗнӗлле пулӗ.
Чӳкӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 1-мӗшӗччен Пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли куна халалланӑ вунӑкунлӑх иртет. Шупашкар районӗнче ВИЧ-инфекциллӗ 36 ҫын пурӑнать.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫакна пула 6 ҫын вилнӗ. СПИД стадине пула 2 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Канаш, Ҫӗмӗрле районӗсенче те ВИЧ-инфекципе чирлекен нумай. Шупашкар районӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ВИЧ-инфекциллӗ тӑватӑ амӑшӗ ача ҫуратнӑ. Пурте сывӑ.
Республикӑра кӑҫалхи 9 уйахра 124 ВИЧ-инфекциллӗ ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар районӗнче. Шупашкар район пульницинче Пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли кун Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Унпа килӗшӳллӗн медӗҫченсем валли семинар иртӗ.
Чӳкӗн 24–25-мӗшӗсенче Республикӑри СПИДпа кӗрешмелли центрта та Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫынсем инфекционистпа, дерматологпа, психологпа канашлама пултараҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче «Чӑваш Енӗн пултаруллӑ ачисем» республикӑри фестиваль иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче музыка шкулӗсене тата ӗнер шкулӗсене музыка инструменчӗсем туянма сертификат парӗҫ.
Кун пек мероприятие 2011 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Вӑл пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас, вӗсен пултарулӑхне аталантарма пулӑшас тӗллев лартать. Виҫӗ ҫулта унта художество тата музыка шкулӗсенче, ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗсенче ӑс пухакан 300 ытла ача хутшӑннӑ. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи, Йӗпреҫ, Куславкка тата Ҫӗрпӳ районӗсенчи ачасем хастарлӑхпа уйрӑмах палӑраҫҫӗ иккен.
Фестивале маларах асӑннӑ институт тата Акцыновсен ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча художество шкулӗ йӗркелеҫҫӗ.
Мероприятин тӗп уйрӑмлӑхӗ ӳнерӗн тӗрлӗ енӗпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ май ӑна эссе е монолог урлӑ уҫса памалла.
Ача-пӑча музыка шкулӗсемпе ӳнер шкулӗсем валли музыка инструменчӗсем туянма республика тата федераци хыснинчен укҫа уйӑрса парӗҫ. Юлашки икӗ вун ҫулта пуҫласа паха тата хаклӑ 100 инструмент туянса парӗҫ. Ҫав шутра — 5 фортепиано, 15 балалайка, 10 домра, 20 скрипка, 18 аккордеон тата 31 баян.
Ҫак уйӑхра «Вӑрман пуххи» республикӑри акцин черетлӗ тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Йӗркелӳҫӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна вӑрманти чӗр тавара пухас, вӑрмана упрас тата чӗртсе тӑратас тӗллевпе ирттернӗ.
Мероприятие йыхравласа шкул лесничествисем тата экологипе биологи пӗрлешӗвӗсем пӗлтерӳсем хатӗрленӗ, ҫӑка вӑррипе йӗкел пуҫтарма чӗннӗ. Пуҫтарнине ачасем вырӑнти вӑрман хуҫалӑхӗсене панӑ.
«Вӑрман пуххи» акции вӑхӑтӗнче пуш уйӑхӗнче ҫӑка вӑррипе 8,2 килограмм, хыр йӗкелӗ 149 килограмм пухнӑ. Ун чухнехи акцие Куславкка, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне районӗсенчи ачасем хутшӑннӑ.
Авӑн–юпа уйӑхӗсенче акцие хутшӑннисем юман йӗкелӗ 2299 килограмм пухе, туя вӑрри — 15 килограмм. Хальхинче Куславкка, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсенчи ачасемсӗр пуҫне Вӑрнар районӗнчи тата Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулинчисем те пухнӑ.
Акци пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти «Юманлӑх» шкул лесничестви (ертӳҫи — Лидия Краснова) ҫӗнтернӗ.
«Раҫҫей аллейи» акцие пӗтӗмлетнӗ. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлава нумаййӑн хутшӑннӑ. Чӑваш Ен палли хӑмла пулӗ. Уншӑн 4006 ҫын сасӑланӑ.
Чӑваш Енӗн палли пулассишӗн пилӗк ӳсентӑран хутшӑннӑ: хӑмла, хӑва, ҫӑка, юман тата салтак тӳми. Хӑмлашӑн 36 процент ҫын сасӑланӑ. Юман 34 процент сасӑ пухнӑ. Хӑва — 10%, ҫӑка — 9%, салтак тӳми 9% процент сасӑ пухнӑ.
Ҫапла майпа хӑмлашӑн, юманпа танлаштарсан, 200 ҫын ҫеҫ нумайрах сасӑланӑ. Хӑмла — чӑвашсемшӗн пӗлтерӗшлӗ ӳсентӑран. Вӑл Чӑваш Енӗн, Шупашкарӑн тата Куславкка районӗн гербӗсем ҫинче пур.
Тӗнчере, Раҫҫейре, регионсенче «Илем мисӗ» конкурса ирттереҫҫӗ. Куславккари «Пчелка» (чӑв. «Пыл хурчӗ») ача пахчинче те ҫакнашкал конкус йӗркеленӗ. Воспитательсем тата пӗчӗкскерсем ҫапла майпа Илем кунӗ паллӑ тунӑ.
Конкурса 5 ача хутшӑннӑ. Куракансем вырӑнӗнче ашшӗ-амӑшӗ, ачасем, вӗрентекенсем пулнӑ.
Хӗрачасем хӑйсем пирки, ҫемье, киленӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Эпӗ ӳссе ҫитӗнсен» тема тавра калаҫнӑ. Ачасем пурте илемлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа жюрие ҫӗнтерӳҫе палӑртма йывӑр пулнӑ. «Граци мисӗ» ята Екатерина Калинина ҫӗнсе илнӗ. Елизавета Ефимова — «Ҫепӗҫ сасӑ мисӗ». Анна Цирулна «Мисс фантази» номинацире ҫӗнтернӗ. Тӗп парнене — «Ача пахчин мисӗ» — ята Гульназ Искандарова тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |